2.16M
Категория: БиографииБиографии

Надежда Павлова - тӗнчипе паллӑ балерина

1.

Надежда Павлова –
тӗнчипе паллӑ
балерина.

2.

- Пӗчӗк чухне атте пире
Шупашкартан хӑй
çуралнӑ Вӑрнар
районӗнчи Шӗнер ялне
илсе каятчӗ. Унта
çамрӑксен каçхине
вӑййа тухса юрланинеташлание курса
киленеттӗм. Ӳсерех
парсан Шупашкарти
Пионер керменӗнчи
балет студине çӳреме
пуçларӑм, - каласа
парать Надя

3.

Малтан Надя Шупашкарти
2-мӗш вӑтам шкулта вӗреннӗ.
3-мӗш класа çитсен ашшӗ
ташласшӑн çунакан хӗр ачана
Пермьри хореографи
училищине илсе кайнӑ.
Тӗрӗслевре Надя хӑйне лайӑх
енчен кӑтартнӑ. Ӑна вӗренме
йышӑннӑ.

4.

Надя тӑрӑшса вӗреннӗ. Училище
интернатӗнче пурӑннӑ. Расписани
тӑрӑх кӑнтӑрлахи апатчен пӗтӗмӗшле
пӗлӳ паракан предметсене вӗреннӗ. Ун
хыççӑн хореографи урокӗсем пулнӑ.
Каçхине репетицисем ирттернӗ.
Вӗренекенсене велосипедпа е
конькипе ярӑнма чарнӑ. Ташламалли
урасем айӑпланасран е тӗрӗс мар
аталанасран хӑранӑ. Вӗренекенсем
ытлашши ӳт хушасран асӑрхаса тӑнӑ.
Кунне виçӗ хутчен тараса çине тӑратӑ.
Нормӑран 100 грамм ытлашши
хутшӑннӑ пулсан училище тавра 10
хутчен чуптарса йывӑрӑша чакарнӑ.

5.

1973 çулта, ун чухне
Надя 15-ре пулнӑ, балет
артисчӗсен Пӗтӗм тӗнчери
кокурсӗ пулнӑ. Надя питӗ
ӑнӑçлӑ ташласа «Гран-при»
илнӗ.

6.

«Синяя птица»
кинокартинӑра Америка
артисчӗсемпе пӗрле Надя
тӗп рольте вылять.
Надежда Павлова тӑтӑшах
Шупашкарти оперӑпа
балет театрне килсе
«Жизель», «Щелкучик»
балетсенче тӗп партисене
ташланӑ. «Надежда
Павлова балет валли
çуралнӑ чӑваш хӗрӗ», тесе çирӗппӗн калама
пулать. Ӑна Россия
Федерацийӗн, Совет
Союзӗн Чӑваш
Республикин халӑх
артистки ятсене панӑ.
English     Русский Правила