337.10K
Категория: ЛингвистикаЛингвистика

Пушкăрт республикинчи Авăркас районĕнчи Тавралăх халапĕсем

1.

Муниципальное общеобразовательное бюджетное учреждение
Средняя общеобразовательная школа с. Шланлы
муниципального района Аургазинский район РБ
Тĕпчев ěçě
ПУШКĂРТ РЕСПУБЛИКИНЧИ АВĂРКАС
РАЙОНĔНЧИ ТАВРАЛĂХ ХАЛАПĔСЕМ
Ĕçе пурнăçлаканĕ: Шланлăри вăтам шкулта
11-мĕш класра вĕренекен Михайлова Мария Алексеевна
Аслалах ертуси: чăваш чĕлхипе литература
вĕрентекене Васильева Надежда Николаевна
Шланлă - 2022

2.

ТĔПЧЕВ ĔÇĔН СОДЕРЖАНИЙĔ:
КŸРТĔМ
ПĔРРЕМĔШ СЫПĂК. АВĂРКАС РАЙОННЕ ЧĂВАШСЕМ КУÇСА КИЛНИН КĔСКЕ ИСТОРИЙĔ
....................................................................................
1.1. Чăвашсем Пушкăрт çĕрĕ çине куçса килнин сăлтавĕсем......................
1.2. Авăркас районне кĕрекен чăваш ялĕсен кĕске историйĕ.................
1.3. Чăваш фольклористикинче тавралăх халапĕсене пухса тишкерни.................
1.4. «Тавралăх халапĕ» ăнлав тата халапсене ушкăнласси
ИККĔМĔШ СЫПĂК. АВĂРКАС ТĂРĂХĔНЧИ ТАВРАЛĂХ ХАЛАПĔСЕМ
2.1. Тавралăх халапĕсенче сăнланнă чăвашăн тĕнче курăмĕ…………………….
2.2. Авăркас районне кĕрекен чăваш ял ячĕсемпе çыхăннă тавралăх халапĕсем……….
2.3. Сăрт-ту ячĕсемпе çыхăннă тавралăх халапĕсем................................................
2.4. Шыв-шур ячĕсемпе çыхăннă тавралăх халапĕсем........................................
УСĂ КУРНĂ ЛИТЕРАТУРА ..........................................................................
ИНФОРМАТОРСЕН ТУЛЛИ СПИСОКĔ…………………………..

3.

Тĕпчев ĕçĕн актуаллăхĕ:
топонимика халапĕсем халăх пурнăçне пысăк витĕм кÿреççĕ. Çын уйрăмлăхĕ
(особенность) хăй çуралса ÿснĕ вырăнтан нумай килет. Халапсене пĕлекен çын тăван тавралăхпа çыхăнать, унăн
уйрăлми пайĕ пулса тăрать. Ламран лама куçса пыракан халапсем пире аваллăхпа паллаштараççĕ, тĕрĕс çул тупма,
малашлăха курма пулăшаççĕ, кулленхи пурнăçа йĕркелеççĕ. Çакна ăнланса илсессĕн кирек кам та хăйне пĕччен те
вăйсăр туймĕ. Çакă вара тĕпчев ĕçĕн актуаллăхĕ пулса тăрать.
Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕ: Авăркас тăрăхĕнчи тавралăх халапĕсене пухса ушкăнласси тата тишкерÿ тăвасси.
Тĕллевне кура задачăсене палăртатпăр:
1) Авăркас районне чăвашсен куçса килнин историне пахса тухасси;
2) чăваш фольклористикинче тавралăх халапĕсен историне тĕпчесси;
3) Авăркас тăрăхĕнчи тавралăх халапĕсене пухасси, вĕсене классификацилесси;
4) вăтам шкулта тавралăх халапĕсене вĕрентес меслетлĕхсене пăхса тухасси.
Тĕпчев ĕçĕн çĕнĕлĕхĕ: Пушкăрт Республикинче Авăркас районĕнче чăваш ялĕсем 40 яхăн. Паянхи кунччен
асăннă районăн чăваш ялĕсен тавралăх халапĕсене çырса илмен. Вĕсене туллин пухса наука шайĕнче те тĕпчемен.
Анчах та Л.В. Коротаева, Н.С. Карпова вĕрентекенсем пухса тĕпчев ĕçĕсем çырнă. Авăркас районĕн тавралăх
халапĕсене тишкересси тĕпчев ĕçĕн çĕнĕлĕхĕ пулса тăрать.

4.

Тĕпчев ĕçĕн объекчĕ: Авăркас районне кĕрекен чăваш ялĕсен тавралăх халапĕсем тата Пушкăртстан чăваш
çыравçисен хайлавĕсенече тĕл пулакан Авăркас тăрăхĕнчи тавралăх халапĕсем тĕпчев ĕçĕн объекчĕ пулса тăраççĕ.
Тĕпчев ĕçĕн предмечĕ: Авăркас районне кĕрекен чăваш ял ячĕсемпе, сăрт-ту тата шыв-шур ячĕсемпе çыхăннă
халапсем.
Тĕпчев материалĕ вырăнĕнче Авăркас районне кĕрекен чăваш ялĕсен тавралăх халапĕсем пулса тăраççĕ. Çавăн
пекех хамăр шкул библиотекинче упранакан материалсемпе усă куртăмăр.
Меслетлĕх никĕсне В.К. Магницкий, В.Г. Родионов, Н.И. Егоров, Г.Г. Ильина, О.Н. Терентьева, Е. Ермилова,
А.С. Егорова тата ытти паллă тĕпчевçĕ-фольклористсемпе этнографсен, чĕлхеçĕсен ĕçĕсене никĕсе хунă.
Тĕпчев ĕçĕнче ыйту-хурав, тĕпчев, танлаштару, статистика меслечĕсемпе усă куртăмăр.
Тĕпчев ĕçĕн теори пĕлтерĕшĕ: асăннă меслет-мелсемпе усă курса улăп, истории, тĕшмĕш халапĕсене тишкерме
май пур.
Тĕпчев ĕçĕн практика пĕлтерĕшĕ: пухса тĕпченĕ материалпа шкулта чăваш литература урокĕсенче,
кружоксенче тата аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче спецкурссем ирттернĕ май усă курма пулать.

5.

Чăваш фольклористикинче тавралăх халапĕсем пысăк вырăн йышăнса тăраççĕ.
Халап (грекла «вĕрентни», вырăсла «предани, передать») – пулни-иртни çинчен
ламран лама куçакан шахвăртуллă сăмахлăх тĕсĕ. Халап – халăх астăвăмĕн пуян арчи.
Унта ăрусем пурăнса ирттернĕ историлле тапхăрсем, уйрăмах паллă вăхăтсем, чăн
пулнă е пулма пултарнă аслă ĕçсемпе пысăк пулăмсем ÿкерĕнсе юлнă. Унчченхи
кĕнекесемпе тĕпчев ĕçĕсенче
«хайла», «миф», «халап», «легенда», «предани»,
«мифологи» сăмахсемпе пĕр танах усă курнă. «Пирĕн ăсчахсем пур чухне те чăваш
фольклорĕн харпăрлăхне те, халăхăмăрăн терминологине те уясах тăман, вырăссем
такăрлатнă çулпа кайнă…Терминĕсене чăвашла çавăрса хунипех çырлахнă», - тесе
палăртать Н.И.Егоров [Егоров, 1994: 109-146].

6.

«Халап» ăнлавăн пĕлтерĕшĕ çав тери анлă. Г.Ф.Юмарт шухăшĕпе, «халап»
сăмахпа пулса иртнĕ ĕçсем çинчен калакан прозăллă хайлав пĕлтерĕшĕпе ытларах
усă куратпăр» [Юмарт, 2007: 5-6]. Чăваш фольклорисчĕсем, сăмахран В.Г.
Родионов, В.А. Ендеров, Г.Г. Ильина
эпикăлла проза шутне мифологи
халапĕсене (мифологические предания), улăп халапĕсене (сказания об улыпах),
аваллăх
халапĕсене
(исторические
предания)
тата
(топонимические предания) кĕртеççĕ. Г.Г. Ильина
халапĕсене (былички) хушать [Ильина, 2006: 5].
тавралăх
халапĕсене
вĕсен ушкăнне тĕшмĕш

7.

Фольклорçăсем тавралăх халапĕсем çине тĕрлĕрен пăхаççĕ. Н.К. Криничная
халапсене аваллăхпа тавралăх халапĕсем çине пайлани пирки çакнашкал çырать:
«… çапла пайлани тĕрĕсех мар: халапсен тĕп сюжечĕ топоними мотивĕнчен
йĕркеленекеннисем хăйсен историзмне çухатмаççĕ; ăна хирĕçле, истори мотивĕ
тĕпре тăракан халапсен тытăмĕнче те вырăнпа çыхăнни пур. Пĕтĕм (общее) тата
пĕр (частное) хăйсен хушшинче мĕнле çыхăннă, «истори» тата «топоними» тени те
пире çапла çыхăннăн курăнать [ Криничная, 1987: 70].

8.

Тавралăх халапĕсем тесе пĕр-пĕр вырăнпа, унăн пулса кайнă историйĕпе, унăн
ячĕпе çыхăннă сăмахлăха калаççĕ. Паллах ĕнтĕ, çĕр-шыв кирек кам çине те витĕм
кÿрет. Ача чухне чупса çÿренĕ улăх-çаран, çырма-çатра, сăрт-ту ĕмĕр тăршшĕпех
чунра, асра юлать. Поэтсем вара тавралăха, çут çанталăка уйрăмах çывăх туяççĕ.
Çавăнпа тавралăх халапĕсем час-часах тĕрлĕ хайлавсенче тĕл пулаççĕ. Тĕслĕхрен,
Илле Тăхтин «Эпĕ çуралнă çĕр-шыв» калавра тата «Выçлăх çулĕсем» поэмăра, Н.А.
Ашмаринăн «Чăваш сăмахĕсен кĕнкинче», М. Ишимбайăн «Тăрачул» повеçĕнче
çакна асăрхама пултаратпăр.
Илле Тăхтин пултарулăхĕнчи тавралăх халапĕсене
пĕтĕмĕшле Ю.М. Артемьев, Г.Ф. Юмарт, В.Г. Родионов, Г.И. Федоров, И.Ю.
Кириллова тĕпченĕ.

9.

Тавралăх халапĕсене пухса тĕпчесси XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнчех вăй илнĕ.
Инçетрен килсе чăваша сăнакансенчен Ахмед ибн Фадлан, Николас Витзен, Г.Ф.
Миллер, Дюла Месарош тата ытти çул çÿревçĕсене палăртмалла, чăвашсем
хушшинче пурăннă К.С. Милькович, А.А. Фукс, В.К. Магницкий, В.А. Сбоев,
Д.П. Ознобишин, С.М. Михайлов (Янтуш) çырса хăварнисем кирлĕ те паха. XX
ĕмĕрти ăстасенчен М.Ф. Федоров, Н.И. Ашмарин, Н.В. Никольский, К.П.
Прокопьев, П.В. Васильев, К.С. Сергеев, Г.Т. Тимофеев, Г.И. Комиссаров, М.Я
Сироткин, А.А. Трофимов тата ытти паллă ăсчахсем тĕпчени халап пĕлĕвне
тарăнлатса пынă. Юлашки вăхăтра тавралăх халапĕсене наука шайĕнче тишкерес
ĕçре О.Н. Терентьевăна, В.Д. Димитриева, Г.Г. Ильинана палăртса хăвармалла.
English     Русский Правила