967.34K
Категория: БиографииБиографии

Иоаким Максимов-Кошкинский пурнăç çулĕ

1.

Иоаким Максимов-Кошкинский пурнăç
çулĕ

2.

Çемье
Арăмĕ-Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская
Хĕрĕ-Изида Иоакимовна Максимова-Кошкинская
Мăнуксем-Татьяна Петровна Градова, Андрей Петрович Градов

3.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович 1893 çулхи авăн уйăхĕн 14мĕшĕнче, Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă —
«Чăвашкино» студин йĕркелевçи, режиссёрĕ, актёр, драматург, киносценарист,
çыравçă, тăлмач. 1975 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕ, Мускавра вилнĕ, Шупашкарта
пытарнă.
СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.), Чăваш АССР халăх артисчĕ (1933 ç.), РСФСР ӳнер тава
тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧАССР ӳнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Ленин орденне, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ.
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, Хусанти ӳнер училищинче вĕреннĕ. Иоаким Степанович
чăваш театрĕпе киностудине йĕркелекенсенчен пĕри.
19181919 çулсенче Хусанта, 1920 çулта Шупашкарта пĕрремĕш спектакльсене лартнă. 19261932 çулсенче 7 илемлĕ тата документлă кинохайлав ӳкернĕ. 1932 çултанпа вăл
каллех Чăваш патшалăх академи театрĕн ертӳçи вырăнне йышăннă.

4.

Пултарулăх ĕçĕсем
Вăл 10 ытла кĕнеке çырса кăларнă.
Иоаким Степанович çак пьесăсене çырнă:
1924- Хум
1927- Хура юпа
1929- Сарпике
1930 - Киремет кати
1933 - Сатурпа Илем
1933- Атăл кĕввисем
1941 - Романтики
1947 – Алмазы
1949 - Алитет уходит в горы
1950 - К. Иванов
1950- Çĕмĕрт çеçки çурăлсан
1958- Урнă самана
English     Русский Правила