Пирĕн шкул
1. Пирĕн шкул
Ĕçе пурнăçлаканĕ: КодинецСофья
2.
Эпĕ вăтăр тăххăрмĕш шкулта вĕренетĕп. ВăлЭльгер урамĕнче вырнаçнă.
3.
Пирĕн шкул виçĕ хутлă.4.
Пирĕн шкулта кабинетсем нумай. Вĕсем биологи,хими, чăваш чĕлхи, акăлчан чĕлхи, математика,
ĕç, музыка, истори, географи кабинечĕ.
5.
Пирĕн учительсем питĕ лайăх. Вĕсем уроктемисене лайăх ăнлатарма тăрăшаççĕ.
6.
Пирĕн шкулта пуян библиотека пур. Вăлвиççĕмĕш хутра вырнаçнă. Унта вĕренў
учебниксем, справочниксем пур. Тĕрлĕ
энциклопеди, илемлĕ литература нумай. Иккĕмĕш
хутра тата спортзал вырнаçнă. Столовăй вара пĕрремеш хутра.
7.
Виççемĕш хутра музей "Боевой Славы" пур.Кашни çулах аслă класри ачасем çав музее пĕчĕк
ача - пăчасене илсе çÿреççĕ. Вĕсене салтаксем
мĕнле хастар та вăйлă пулни çинчен каласа
параççĕ.
8.
Виççĕмĕш тата иккĕмĕш хутри стенасем çинчекартинăсем çакăнса тăраççĕ. Стена çумĕнче хитре
чечексем ÿсеççĕ. Вĕсем шкула илем кÿреççĕ.
Образование