170.03K
Категория: ЛингвистикаЛингвистика

Чăваш чĕлхи. Тĕп членсем. Подлежащ

1.

МБОУ «Синекинчерская ООШ»
Чăваш чĕлхи, 8 класс
Тĕп членсем.
Подлежащ.
Учитель: Краснова И.Ф.

2.

Вĕреннине аса илни

3.

Сăмах майлашăвĕнчи çыхăну мелĕсем
сăмахсен
вырăнĕ-йĕрки
аффикссем
Сăмахсем
юнашар тăрса
çыхăнни
Падеж аффикссĕсем,
камăнлăх формин
аффиксĕсем: [-ăм(-ĕм),
-у(-ÿ), -ĕ(-и)],
Ытти аффикссем: [-лă
( -лĕ), -чен, -лăх(-лĕх),
-ла(-ле), -серен, -ри(-ти,
-чи), -хи]
хыç сăмахсем
Хыç сăмахсем:
[ чух, хыççăн,
çĕре, валли,
çинчен, умĕн,
пирки, тĕле,
евĕр, пек, май]

4.

1. Хăш сăмах майлашăвĕ вырăнĕ-йĕркипе
çыхăннă?
а) пÿлĕмрен тух
ă) çутă ĕмĕт
б) юлташ валли ил

5.

2. Виçĕ çул сăмах майлашăвĕ мĕнле мелпе
çыхăннă?
а) сăмахсен вырăнĕ-йĕрки
ă) аффикспа
б) хыç сăмахпа

6.

3. Хăш сăмах майлашăвĕ аффикспа
çыхăннă?
а) кино пирки калаç
ă) сарă çулçă
б) юлташпа калаç

7.

4. Хăш сăмах майлашăвĕ хыç сăмахпа
çыхăннă?
а) улăп пек паттăр
ă) чечеклĕ улăх
б) йăл-йăл кулă

8.

5. Ытлашшине туп
а) сĕтел ури
ă) вăрманта пурăн
б) ман çинчен кала

9.

Хуравсем
1.ă)
2.а)
3.б)
4.а)
5.б)
Маттурсем!

10.

Хăшĕ çаксенчен сăмах майлашăвĕ
пулмасть? Мĕншĕн?
Юпа уйăхĕн вĕçĕнче çанталăк пуçĕпех пăсăлчĕ.
а)юпа уйăхĕн вĕçĕнче
ă)пуçĕпех пăсăлчĕ
б)çанталăк пăсăлчĕ
?

11.

Тĕп членсем.
Подлежащи

12.

Предложенин тĕп членĕсем
кăтартать
хуравлать

13.

Предложенин тĕп членĕсем
подлежащи
сказуемăй
кăтартать
Ĕçе тăваканĕ кам е
мĕн пулнине
Подлежащи ĕç-хĕлне,
паллине, ун çинчен
мĕн каланине
хуравлать
Кам?
Мĕн?
Мĕн тăвать? Мĕн
вăл? Мĕнле?

14.

Ырă сăмах чуна ăшăтать.
Япала ячĕ

15.

Ырри усала çĕнтерет.
Паллă ячĕ

16.

Çиччĕн пĕррене кĕтмеççĕ.
Хисеп ячĕ

17.

Кам нумай вулать, вăл нумай пĕлет.
Местоимени

18.

Нумай итле, сахал калаç.
Наречи

19.

Икĕ кайăка хăвалакан пĕрне те тытайман.
Причасти

20.

Касма çăмăл, ÿстерме йывăр.
Инфинитив

21.

Шăмпăрр! илтĕнсе каять шăплăхра.
Евĕрлев сăмахĕ

22.

Пухăва çĕр çынна яхăн пуçтарăнчĕç.
Сăмах майлашăвĕ е
сăмахсен пĕрлешĕвĕ

23.

Чакак сассипе тахçанах тапса сикнĕ ĕнтĕ
кĕске хÿре.
Фразеологизм

24.

Подлежащи хăш пуплев пайĕнчен пулни
Предложенисем
Ырă сăмах чуна ăшăтать.
Ырри усала çĕнтерет.
Çиччĕн пĕррене кĕтмеççĕ.
Кам нумай вулать, вăл нумай пĕлет.
Нумай итле, сахал калаç.
Икĕ кайăка хăвалакан пĕрне те тытайман.
Касма çăмăл, ÿстерме йывăр.
Шăмпăрр! илтĕнсе каять шăплăхра.
Пухăва çĕр çынна яхăн пуçтарăнчĕç.
Пуплев пайĕсем
япала ячĕ
паллă ячĕ
хисеп ячĕ
местоимени
наречи
причасти
инфинитив
евĕрлев сăмахĕ
сăмах майлашăвĕ е
сăмахсен пĕрлешĕвĕ
Чакак сассипе тахçанах тапса сикнĕ ĕнтĕ фразеологизм
кĕске хÿре.

25.

Подлежащисемпе предложени йĕркеле
Эпир юлташпа, вулакан, ик çĕре яхăн,
хăюлли.

26.

Киле ĕç
• Тĕрлĕ пуплев пайне кĕрекен
подлежащисемпе усă курса „Кĕркунне”
ятлă пĕчĕк сочинени çырма.
• Илемлĕ литературăран тĕрлĕ пуплев
пайне кĕрекен подлежащисемлĕ 6-7
предложени çырса килме.

27.

Пĕтĕмлетÿ
Подлежащи çинчен мĕн çĕнни пĕлтĕмĕр?
English     Русский Правила