Похожие презентации:
8-мĕш тема Илле Тăхти чаваш литературинчи паллă ятсенчен пĕри. Тăхтин тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ
1. 8-мĕш тема Илле Тăхти чаваш литературинчи паллă ятсенчен пĕри. Тăхтин тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ.
2. 1. Илле Тăхтин пурнăçĕпе пултарулăхĕн паллăрах тапхăрсене каласа парăр.
Илья Ефимович Ефимов (Тахти) 1889 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕнче чухăн хресчен килйышĕнче
çуралнă. Унăн тăван ялĕ Нÿшкасси, сайра тĕл пулакан хăтлă тавралăхра вырнаçнă : илемне кура
асамлă ят илнĕ Элкÿл, аслă улăх-çаран ,вăрман… Тăхти ачалăхĕ çинчен каласа паракан материалсем
нумаях мар. Хăй вăл, сăпайлăскер,саманпа унăн çыннисем çинчен ытларах çырса хăварас тесе
хыпăннă. Халь асăннă автобиографире хăй пирки калакан фактсене писатель телеграф чĕлхипе
кăна палăртса пынă: саккăрта Элпуçĕнчи чиркÿ прихучĕн шкулне кайна,унта пер хĕл вĕреннĕ хыççăн
Нÿшкассинчен тин çеç уçăлнă шкула куçнă. Кĕçех ашшĕ ăна Сĕве хулинчи мăнасгир шкулне
вырнаçтарать. Кунтан вĕренсе тухсан,1903 çулта, Илле Хусанти учительсен семинарине кĕрет,унтан
1908 çулта вĕренсе тухать. Пултарулăх ĕçне вал Хусанти семинарине вĕреннĕ чух пуçăнать.
Маллтанхи калавĕсене семинари веренекенĕсем алçыру вĕççĕн кăларса тăнă «Шурăмпуç» тата
«Мыслитель» журналсенче пичетленĕ. Çырма пуçланă тапхăра писатель хăй çапла аса илет: «1905
çулта эпĕ хам валли чăвашла тата вырăсла сăвăсем çырма пуçларăм. Юлташсене кăтартнă хыççăн
,тен,упранса та юлман». 1908 çулта Хусанта пуçламăш классенче веренеке чаваш ачисем валли
АРИФМЕТИКА веренмелли кенеке кăларать . Тăхти пултарулăхĕ халах поэзийĕнчен вай илсе
аталанма пуслана.1911 çулта вăл Хусанта «Тăват, Мĕлĕш, Шурăç юррисем» ятлă кенеке пичетлесе
кăларать. 1915 çулхи сентябрь уйăхĕнче ăна империализм вăрçине илсе каяççĕ. Епхÿри теп
семинарие веренме кĕреть ,кунтан та ăна каллех панта çарне илсе каяççĕ.
Илле Тахти 1938 çулхи февралĕн 22-мĕшенче Шупашкарти больницăра вилеть.
3. 2.Илле Тăхти тата «Хыпар « хаçат.
4. 3.И.Тахтин прозăри пултарулăхĕн паллăрах утăмĕсем. «Шерххулла», «Ыт-тĕкел» «Ваçкă,Ванькă,Ахмет» хайлавсенчи самана ÿкерчекĕсем ,йăла ыйтăв
3.И.Тахтин прозăри пултарулăхĕн паллăрах утăмĕсем.«Шерххулла», «Ыт-тĕкел» «Ваçкă,Ванькă,Ахмет» хайлавсенчи самана ÿкерчекĕсем ,йăла
ыйтăвĕсем,халăхсен туслăхĕпе тăванлăхĕ
5. 4.»Самана» сăвăри чавашлăх туйăмĕ. Сыравçă пултарулăхĕнчи вăрçă темипе çырнă хайлавсене вуласа тишкерĕр.
6. 5. Илле Тăхти кулăш ăсти . «Колчак» поэма - чăваш сатирин чи паллă тĕслĕхĕсенчен пери. Поэмăри сатирăпа плакат сĕмĕ, карикатурăлăх.
Илле Тăхти çырнă «Колчак» поэма чăваш хушшинче çур ĕмĕр ытла ĕнтĕ килтен киле çÿрет.
Писателен чылай калавĕпе сăввине вулакансем лайах пĕлеççĕ. Хĕрех тăхăр çул çеç пурăннă пулин те,
Тăхти, тăван культурăшăн çунса ĕçлесе , ырă та хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулчĕ. Унăн эткерĕ пуян.
Сатирăпа плалкат сĕмĕ- литературăн кулăшла питлев жанрĕ,хайлаври сăнарăн е ĕçĕн пĕр-пĕр енне
е çитменлĕхне кулăшла хавхапа сăнласа кăтартни. Сăмахран, «Колчак» поэмăра Колчак ятлă
адмирала сăнласа кăтартать. Вăл пуянсене хăтарма, ĕççыннине петермелле шухăшсемпе кăна
çÿреть. Ăна капитализмла çĕршывсенчи фабрикантсемпе çĕр хуçисем те-Совет влаçĕн тăшманĕсем
те пулăшаççĕ.Сăмахран, Япони,Франци,Англи,Америка укçа-тенкĕпе ылтăн,хĕçпăшал тата ытти те
хĕрхенмеççĕ. Вĕсене уншан Колчак «çĕпĕр çĕрĕпе вăрманне те», «савăтсемпе чугун çул» таврашне
те пама хатĕр.Автор вăрă хурахла ушкана та тата ирони мелĕпе те анлă усă курать. Кашнине
детальсемпе ÿкереть («Варăм çÿçлĕ пуп тете» , «шурă юнлă»), фактсене ытлашширех ÿстерсе
кăтартас енне сулăнать.
Тăхти –публицист карикатурăллă стильпе ÿкереть Колчак ушкăнне. Ку вăл- реализмла ытарлăхĕ.